Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1388-мĕш (2016.09.30) кăларăм:


Шухашлаттаракан ыйту

Уйрăлма хăнăхсан

Виççĕмĕш хут пĕр çынпа пĕрлешсе виççĕмĕш хут уйрăлма документсем пани – шӳт мар, Ульяновскри пĕр çемье историйĕ. Мĕншĕн паянхи çемьесем питĕ çăмăллăн арканаççĕ, упăшкипе арăмĕ ЗАГСа лавккана кайнă пек çăмăлттайла кĕрсе тухаççĕ те ĕмĕрлĕхех пĕр-пĕрне çухатаççĕ/ Пĕр-пĕрин хушшинчи çирĕп хутшăнусене тата юратăва сыхласа хăварас тесен мĕн тумалла-ши/ Раççейре ку çулăн юлашки ултă уйăхĕнче пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан уйрăлусен шучĕ 2,1 процент ӳснĕ, Атăлçи Федераллă округра – 1,7. [...]

ял хусалахе

Ялхуçалăх ĕçченĕсене çурт лартма укçа парĕç

Ульяновск область ялхуçалăх ĕçченĕсем регионти халăха çителĕклĕ таран тĕш-тырăпа тивĕçтернĕ. Атăлçи Федераллă округĕнчи 14 регион хушшинче эпир вырмапа тăваттăмĕш вырăнта пыратпăр. [...]

Eмeр сакки сарлака

Пĕр-пĕрин тĕрекĕ пулсан...

Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕ-рçен ялĕнче пурăнакан Марина Анисимовнапа Петр Андреевич Молгачевсем – вăрçă ачисем. Вĕсем – хăрушă вăрçăн нушине чăтса ирттернĕ, ун хыççăнхи çулсенче Тăван çĕршыва ура çине çĕкленме пулăшакан ăруран. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Ачасенчен кашниех çитĕнӳ тума пултарать

Вулакана педагогикăра палăрса тăракан ятлă-сумлă пĕр-пĕр вĕрентекенпе паллаштарас тĕллевпе шкула кайсан пуçăма яланах В. Ключевский каланă сăмахсем аса килеççĕ: «Лайăх вĕрентекен пулас тесен хăв мĕне вĕрентнине те, кама вĕрентетĕн, çавна та юратма тивĕç». [...]

Cырусем

Сывă-и, хисеплĕ редакци/

Сирĕн патăра «Канаш» хаçата тухма пуçланăранпах çырăнса илекен 90 çулти Александра Яковлевна Репина çырать. Аллăма ручка тытма питĕ витĕ-млĕ сăлтав хистерĕ – эпĕ чăвашла вулама юрататăп. [...]

Пĕлтерӳ

Концертсем

«Асамат» ушкăн илемлĕ концерта чĕнет! Октябрĕн 14-мĕшĕнче «Киндяковка» Культура керменĕнче Шупашкартан килекен «Асамат» ушкăн илемлĕ концерт кăтартать. [...]

Чăн пулни

Эпĕ асамçă мар

Эпĕ 75 çулпа пыратăп. Пит те, ӳт те купăс пĕрми пек пĕркеленчĕç, пуçăмри çӳç те юр пек шап-шурă шуралчĕ. [...]

Тĕпел

Сливăран – аджика

  Сливăран аджика тутипе питĕ интереслĕ те техĕмлĕ пулать. Ăна соус тесен те юрать, уйрăмах аш-какайпа çав тери тутлă. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1389(40)№ пичĕ
■ 40(1389)№, 2016, юпа, 07
«Сувар» хаçатăн 1387(38)№ пичĕ
■ 38(1387)№, 2016, авăн, 23