Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1394-мĕш (2016.11.11) кăларăм:


Хыпарсем

Таврапĕлӳçĕсем съезда хатĕрленеççĕ

Ульяновск облаçĕнчи таврапĕлӳçĕсем регионсен хушшинчи съезд ирттерме хатĕрленеççĕ. Вăл декабрĕн 7-мĕшĕнче «Волжские земли в истории Государства Российского» ятпа иртмелле. [...]

Eмeр сакки сарлака

Унра Иван Яковлевăн юнĕ юхать

Чăнлă поселокĕнче пурăнакан Михаил Романовпа эпир телефон урлă темиçе çул каяллах паллашнăччĕ. Вăрçă ачи мана хăйĕн йăх-несĕлĕпе паллаштарма, çемье вăрттăнлăхне уçса пама пулнăччĕ. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Ĕçе пахалăхлă пурнăçлама юрататăп

Професси уявĕсем пирĕн çĕршывра нумай. Анчах хăшĕ-пĕри хăçан пулнине те пĕлместпĕр. [...]

самана cыннисем

Моряк пулма ĕмĕтленнĕ милици полковникĕ

Чĕмпĕр тăрăхĕнчи милици тытăмĕнче вăй хурса чыспа сум, хисеп çĕнсе илнĕ çынсенчен пĕри вăл – милици полковникĕ П.И. Петров. Паян Петр Иванович облаçри чăвашсене пĕрлештерсе тăракан обществăлла юхăм хастарĕ, тăван халăх шăпишĕн, унăн аталанăвĕшĕн пăшăрханакан, ырă ĕçсемпе палăракан çын, УОЧНКАн Ульяновскри Ленин районĕнчи уйрăмĕн ертӳçи.   «Ман служба ăнăçлă иртрĕ – картлашкапа шав çӳлелле хăпарса пынă, ӳпкелешмелли сăлтав пулман. [...]

Пирeн урамсем

Назарьев урамĕ

Валериан Никанорович Назарьев Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Карсун уесне кĕрекен Аникеевка ялĕнче 1831 çулта дворян çемйинче çуралнă. Обществăлла деятель, драматург, публицист. [...]

вулакансен пултарулaхe

Атте сăмахĕ

Юратнă, савнă ачамсем, Сире сăмах каласшăн эпĕ. Каçарăр, ӳснĕ чĕппĕмсем, Эсир хитре тĕнче илемĕ. [...]

Хăратнă

Чирсем, пĕлетпĕр, тĕрлĕрен пулаççĕ: ерекеннисем те, ерменнисем те. Мухмăр чирĕ, паллах, ют çынран куçмасть, анчах та чăтса ирттерме питĕ йывăр ăна: хăстарать, лĕклентерет, пуçа çавăрать, вăя пĕтерет. [...]

культура cыннисем

«Хавас» ушкăн ертӳçи

Ку ят пирĕн вулакансемшĕн çĕнĕ мар. Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте чăмăртаннă «Хавас» юрă ушкăнĕпе эпир «Канаш» хаçат вулаканĕсене паллаштарнăччĕ ĕнтĕ. [...]

Çамрăк ăру

Аптекăран çын татăлмасть

Ульяновск районĕнчи Семеновка ялĕнче пурăнакан Юля Старкина ĕçе куллен тенĕ пек Чăнлă поселокне çӳрет. Хĕрача – фармацевт. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1395(46)№ пичĕ
■ 46(1395)№, 2016, чӳк, 18
«Сувар» хаçатăн 1393(44)№ пичĕ
■ 44(1393)№, 2016, чӳк, 03