Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1411-мĕш (2017.03.10) кăларăм:


Cырусем

«Чăваш халăх поэчĕ» ята тивĕçлĕ

Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен «Канаш» хаçачĕ 2017 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче Василий Селендеев таврапĕлӳçĕн статйинче – «Чăваш халăх поэчĕ» ят парасчĕ» – çак ыйтăва хускатни питĕ савăнтарчĕ. Чăвашсен сумлă çыннисем – Ухсай Яккăвĕ, Стихван Шавли, Алексей Воробьев, Георгий Ефимов, Юрий Сементер, Аристарх Дмитриев, Анатолий Смолин поэтсем Анатолий Юманăн поэзири ӳсĕмĕсене тĕрлĕ çулсенче ырласа калаçнисемпе паллашнă хыççăн татах та хăпартлантăм. [...]

Культура

Чăвашла калаçни кăмăла çĕклерĕ

Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Çĕнĕ Ульяновскри «Мир» Культурăпа кану центрĕнчи наци культурисен музейĕ çумĕнче ĕçлекен «Чĕкеç» клубра Тăван чĕлхе кунĕ иртрĕ. Чăваш чĕлхипе культурине сума сăвакансем йĕркеленĕ «Пирĕн тымарсем. [...]

Мухтавлă Çеçпĕл çеçкисен уявĕнче

Чартаклă районĕнчи Петровски шкулĕнче Чăваш чĕлхипе культура кунĕ иртрĕ. Мероприятие районти Андреевка, Чăваш Калмаюр, Уçăркка, Пухтел, Петровски, Колхознăй ял чăвашĕсем, чартаклăсем пухăннăччĕ. [...]

Уяв

Чăвашкассисем хĕле ăсатрĕç

Пин-пин çул чăваш тĕнне сыхласа хăварнă ентешĕмĕрсем - чăвашкассисем – иртнĕ вырсарникун хĕле ăсатрĕç. Эппин, çуркунне çитетех! [...]

Чăваш чĕлхи ячĕпе пĕрле пулар!

Çакăн пек девизпа иртрĕ Димитровградри «Восход» Культура керменĕнче Чăваш культурин кунĕ. Халăха йыхравласа чĕнекен афишăра çаплах паллă чăваш çыравçипе Валентина Тараватпа тĕлпулу, вăл ертсе пыракан «Шанăç» ушкăнăн концерчĕ пулассине те пĕлтернĕ. [...]

Харпaр шухaш

Юмана «Чăваш халăх поэчĕ» ят памалла

«Канаш» хаçатăн юлашки номерĕсенче Анатолий Юмана «Чăваш халăх поэчĕ» ят парас пирки сăмах хускатрĕç. Эпĕ ку шухăша пĕтĕмпех ырлатăп. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1412(11)№ пичĕ
■ 11(1412)№, 2017, пуш, 17
«Сувар» хаçатăн 1410(9)№ пичĕ
■ 9(1410)№, 2017, пуш, 03