Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

1420-мĕш (2017.05.12) кăларăм:


Асла Сентеру-72

«Вилĕмсĕр полк» йышĕ ӳссех пырать

Майăн 9-мĕшĕнче Ульяновскра Аслă вăрçăра нимĕç фашисчĕ-сене çĕнтернĕренпе 72 çул çитнине халалланă анлă мероприятисем иртнĕ. Ирпе 11 сехетре Ленин тӳремĕнче парад пулнă: Ульяновск гарнизонĕ-нчи çар çыннисем, çар вĕренӳ учрежденийĕсенчи курсантсемпе кадет класĕсенче вĕренекенсем колоннăпа хаваслăн утса иртнĕ. [...]

литература стр

Тăманапа йытă

Калав   2006 çулхи çу уйăхĕн вĕçĕнче инçетри ĕç командировкинчен таврăнсан тăван кил-çурта, хам çуралнă Çĕнĕ Вĕрен ялне, кайрăм. Пирĕн пысăк йывăç çурт çĕр ĕмĕр хушши ял хĕрринче, Типĕ Пир (Бирюч) юханшывĕн çыранĕ çинче, ларать. [...]

Акатуй

Акатуя йыхравлатпăр!

  Çу (май) уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ульяновскри Ипподром тӳремĕнче (Çĕнтерӳ паркĕ çумĕнче) йăлана кĕнĕ халăх уявĕ – область АкатуйĔ иртет. Уява Ульяновск облаçĕнчи искусство тата культура политикин министерствипе Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ йĕркелеççĕ. [...]

Ырă ята тивĕçлисем

Сывалма пулăшакан

Людмила Николаева (Кузьмина) Ульяновск хулин тĕп клиника пульницинче (ЦГКБ) барокамерăра вăй хурать. Кăçал унта ĕçлеме пуçланăранпа шăп та шай чĕрĕк ĕмĕр çитет. [...]

Паллa cынсем

Пирĕн ентеш – чăвашсен пĕрремĕш СССР халăх артисчĕ

Алексей Константинович Ургалкин – совет тата чăваш актерĕ, театр режиссерĕ, педагог, Чăваш АССрĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ (1945), Чăваш АССРĕн халăх артисчĕ (1950), РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1957), РСФСР халăх артисчĕ (1968), СССР халăх артисчĕ (1976). Вăл 1910 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче хальхи Ульяновск облаçĕнчи Çинкĕл районĕнчи Ялавăрта кун çути курнă. [...]

Тĕлпулу

Тепре тĕлпуличчен!

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттерĕ» музейра И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш педагогика училищине вĕренсе пĕтернисен йăлана кĕнĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Шел, вăхăт пĕр чарăнми малалла ыткăнать. [...]

Cырaнтару

Хисеплĕ вулакансем!

«Раççей почти» 2017 çулхи 2-мĕш çурçуллăха йӳнĕ хакпа хаçат-журнал çырăнтарас енĕпе вунăкунлăх ирттерет, вăл май уйăхĕн 11-мĕшĕнчен тытăнса 21-мĕшчен пырать. Çак тапхăрта «Канаш» çырăнса илмелли хак: 1 уйăха – 46 тенкĕ те 03 пус* 6 уйăха – 276 тенкĕ те 18 пус. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 1421(20)№ пичĕ
■ 20(1421)№, 2017, çу, 19
«Сувар» хаçатăн 1419(18)№ пичĕ
■ 18(1419)№, 2017, çу, 05