Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Эпир мăян та крахмал çисе ӳснĕ

Чăнлă поселокĕнче пурăнакан Юлия Илюхина – вăрçă ачи. Вăл Кунтикав ялĕнче 1937 çулта çуралнă, çак кунсенче 80 тултарчĕ. Вăл 20 çул фермăра тăрăшнă, малта пыракан ĕçчен пулнă. Патшалăх ун ĕçне пысăка хурса хакланă, «Хисеп» палли» орден парса чысланă. Çаплах ун «Социализмла ăмăрту çĕнтерӳçи» ятлă икĕ медаль.
Паллах, вăрçă ачисен пурнăçĕ выçăллă-тутăллă пулнă ĕнтĕ, тăраниччен çисе те курман.
-Аттене, Николай Григорьевич Пиколова, вăрçă пуçлансанах фронта илсе кайрĕç, вăл нумай та çапăçайман – пуçне хунă. Ăçта пытарнине те пĕлместпĕр. Шыраттарма та пĕлмен ун чух. Уншăн 12 тенкĕ пособи илмелле пулнă пирĕн çемьен, анчах ăна та паман. Çапла тетепе – Петрпа (1930 çулхи) иксĕмĕр юлтăмăр. Пĕртăвансем татах та пулнă-ха пирĕн, анчах ачаллах вилсе пынă. Анне, Мария Николаевна, сусăрччĕ, хăрах куçĕ курмастчĕ.

Текста малалла вулăр...

Тăшмансем хушшинче пурăнтăмăр...

(Олимпиада Николаевна Туктарова каласа панинчен)
 
Олимпиада Николаевна Туктарован амăшĕ Мария Герасимовна Казакова (Савлюкова) Тутарстанри Хулаçырми ялĕнче 1914 çулта çуралнă, çемьере виççĕмĕш ача пулнă. Вĕсем пурĕ пилĕк пĕртăван. Асли – Анна вилнĕ, вăл 107 çула çити пурăннă. Марфа çамрăклах çĕре кĕнĕ. Герасима лаша таптаса вĕлернĕ, вăл ун чухне 19 çулта çеç пулнă. Николая – Çĕпĕре янă, вăл яла каялла таврăнайман, ăçта вилни те паллă мар.
Мария Герасимовнан тăванĕсене коллективизаци тапхăрĕнче Çĕпĕре ăсатнă. Революциччен ытла пуян та пурăнман вĕсем, хуçалăхне хăйсен вăйĕ-пе ĕçлесе тытнă. Çапах вĕсен çемйине Çĕпĕре хăваланă. Ялти çуртĕнче шкул уçнă. Çав çулсенче пĕрремĕш шкул директорĕ Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралса ӳснĕ Николай Петрович Казаков пулнă. Вăл Иван Петровичпа Мария Петровнан шăллĕ.

Текста малалла вулăр...

Аттепе анне яла илсе килчĕç

Елена Ивановна Уба (Ванюшкина) 1942 çулта Кивĕ Улхашра çуралнă. Ашшĕ – Кукша Иванĕ купăспа чаплă каланă, колхозра ĕçленĕ. Амăшĕ те ĕмĕрне вырăнти хуçалăхра вăй хурса ирттернĕ.
 
- Пирĕн çемьере виçĕ ывăл та виçĕ хĕр пулнă. Эпĕ асли. 1949 çулта пĕрремĕш класа кайрăм. Пире Агреппина Николаевна Милюдина вĕрентетчĕ. Мана вăл ялан хăйне пулăшма чĕнетчĕ: пахча çимĕç пуçтарма, çĕрулми кăларма, урай çума. Те питĕ юрататчĕ, те хам питĕ ĕçчен пулнă – калаймастăп. Анне те пĕчĕклех ал ĕçне хăнăхтарнă. Пирĕн вăхăтра тĕрлеме, çыхма, тĕртме, авăрлама пĕлмен хĕрача пулман. Вăрçă хыççăн хирти йывăр ĕçсем те пирĕн çине тиеннĕ: çурлапа вырнă, çавапа çулнă, жнейка хыççăн кĕлте сĕтĕрнĕ. Вунçичĕ çула çитсен шкулта 7 класс пĕтертĕм. Вара 1960 çулта Кемерово облаçĕнчи Ленинск-Кузнецк хулине тухса кайрăм. Унта аттен пĕртăванĕ пурăнатчĕ.

Текста малалла вулăр...

Эпир çарран чупса ӳснĕ

Аслă вăрçă чарăннăранпа çулсем иртсе пынă май, вăрçă ачисен шучĕ чакса пырать. Ялсенче вĕсене халĕ алă пӳрнисем çинче шутласа кăларма пулать.
 
Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче те нуша кӳрса ӳснĕ вăрçă ачисем нумайăнах мар. Вĕсен хушшинче – Надежда Аксентьевна Головина. 1938 çулта çуралнăскер, çаврăнăçуллă та хастар-ха. Надя аппа питĕ шӳте юратакан çын. Çавăнпа та, тен, хăй çулĕнчен вăл çамрăкрах курăнать.
Тĕл пулсан, паллах, малтан унăн ачалăхне аса илтĕмĕр.
- Манăн тăван çĕршыв – Тутарстан Республикинчи Пăва районне кĕрекен Раккасси ялĕ. Аннепе аттен эпир иккĕн пулнă. 1942 çулта атте вăрçăра пуçне хучĕ. Анне пире пĕчченех ӳстерчĕ. Вăл 23 çултах тăлăх арăм пулса юлчĕ. Ача пăхса пĕр кун та ларман пулĕ анне. Астăватăп-ха, ĕçе каяс умĕн Юля йăмăкпа (вăл1941 çулта çуралнă) иксĕмĕре анне крыльца çине лартса хăваратчĕ.

Текста малалла вулăр...

Амаçурипе пурăннă

Вера Кашкурова Кăлаткăпуç районĕнчи Лебежей ятлă мăкшă ялĕнче 1939 çулта çуралнă. Чăваш Кăлатка качча килнĕ. Вăтăр пилĕк çул «Бахтеевский» хуçалăхра дояркăра ĕçленĕ. Унăн çӳпçинче Тав хучĕсем, Хисеп грамотисем.
- Мăшăрпа, шанчăклă та ĕçчен çынпа, 56 çул пĕрле пурăнтăмăр. Тăватă çул каялла вилчĕ вăл. Упăшкапа пĕрле виçĕ ача çуратса çитĕнтертĕмĕр, пурнăçăн аслă çулĕ çине кăлартăмăр. Хĕрĕмсем качча кайрĕç. Вăталăх ача пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Паян пĕчченех пурăнатăп. Манăн çичĕ мăнук, виçĕ кĕçĕн мăнук. Юратнă пăрчăкансем, Кашкуровсен йăх-ăрăвне малалла тăсакансем, нихăçан та эпир Аслă вăрçă вăхăтĕнче курнă терт-нушана ан пĕлччĕр. Çĕнтерӳ хыççăн атте-анне юхăннă çĕршыва çĕкленĕ çĕрте ырми-канми тăрăшрĕ. Эпир, вĕтĕр-шакăр, май килнĕ таран пулăшнă. Çиес килнĕрен хырăм пăчăртатса ырататчĕ, йĕрес килетчĕ пулин те тумлам куççуль кăтартман, чăтнă – ĕçленĕ, тăрăшнă.

Текста малалла вулăр...

Ачасем ӳссе çын пулчĕç – хамăр ватăлатпăр...

Вăрçă ачисен – Лидия Александровнапа Николай Ильич Чаминсен – пирĕн çĕршыв фашистла Германие çĕнтернĕ хыççăнхи йывăр пурнăçа çителĕклех тутанса пăхма тӳрĕ килнĕ.
 
Ялти хуçалăхсем юхăннă, укçа памаççĕ, çимелли те темĕнех çук – çурма выçă. Çитменнине, çемье пуçĕн ашшĕ – Илья Емельянович (вăл 1916 çулхи, комбайнер пулнă) фронтрах пуçне хурса выртса юлнă. Ашшĕ вăрçа кайнă чухне хăйне алли çине йăтса илсе ыталаса юратнине çеç астăвать Коля тете. Ун чухне вăл виççĕре пулнă.
Çапах та малалла пурăнмалла вĕт. Николай шкулта вĕреннĕ çулсенче колхоз ĕçне хутшăннă, лашапа хиртен кĕлете кĕлтесем турттарнă. 1939 çулта çуралнăскер çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн ялта амăшĕпе йăмăкне хăварса Инçетри Çурçĕре вăрман касма тухса каять. Ăна çавăнтанах салтака илеççĕ. Кăнтăр Сахалинти ракета чаçĕнче тăватă çул хĕсметре тăрать вăл.

Текста малалла вулăр...

Поварта ĕçлесе канăва тухнă

Мария Хурасева Кăлаткăпуç районĕнчи Чăваш Кăлаткă ялĕнче 1931 çулхи акан (апрель) 6-мĕшĕнче çуралнă. Хĕрарăмăн ачалăхĕ вăрçă çулĕсемпе тӳр килнĕ.
 
Финн вăрçинче ашшĕне Совет çарне илнĕ. Анчах та унтан вăл хăвăрт таврăннă. Ку вăрçă нумаях пыман. Кайран – 1941-1945 çулхи Аслă вăрçă. Ашшĕне пĕрремĕш мобилизацирех фронта илеççĕ. Амăшĕ чирленĕ. Пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулнă. Упăшкинчен тăватă ачипе тăрса юлнă. 1942 çулта Марийăн аслă тетĕшĕ – Михаил Иванович – Тăван çĕршыва тăшмансенчен хӳтĕлеме тухса каять. Вăрçă хирĕнче салтака икĕ хутчен взрыв минретет. Ашшĕ вăрçа ăсаннă çул чи кĕçĕн ачи Ваçлей виçĕ çулта çеç юлнă.
Мария йывăр вăрçă çулĕсен пуçламăшĕ-нче вунă çулти хĕрача çеç пулнă. Çавăнпа та çемьере асли тăрса юлнăскере ĕçлеме нумай тивнĕ. Амăшне кил хушшинче пулăшмалла, мĕнпур йывăрлăхсене хăйĕн çине илмелле пулнă.

Текста малалла вулăр...

Ялта вĕлтĕрен те юлманччĕ

Аслă вăрçă пуçланиччен виçĕ çул маларах Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче çуралнă Лидия Паймушкинан (Исланова) ачалăхĕ терт-нушаллă килнĕ. Ашшĕ - Илья Никифорович фронта тухса кайнă, амăшĕ - Агафия Федоровна виçĕ ачапа тăрса юлнă.
 
-Ун чухне ялта «Коммунар» колхозăн садикĕ пурччĕ, эпĕ унта çӳренĕ. Çакă мана выçăпа аптрасран хăтарса хăварнă. «Пăтă килет, пăтă килет! - тесе сĕтеле кашăкпа шаккаса лараттăмăрччĕ эпир, 10-15 ача. Пĕтĕм курăка татса пĕтеретчĕç ял çыннисем апат валли - çырмара вĕлтĕрен те юлмастчĕ. Крахмал çинĕ. Сакăр çулта ĕне пăхма кайнă, çарран хăмăл лăсканă. Шкулта сивĕччĕ, чернил шăнса ларатчĕ. Урамра шартлама сивĕ чухне анне мана фуфайка тăхăнтартса, пит урлă тутăр çыхса шкула кăларса яратчĕ. 4-мĕш класра вĕреннĕ чух (1949 çул) яла сасăсăр кино илсе килсе кăтартнине астăватăп,- аса илет Лидия Ильинична.

Текста малалла вулăр...

Мĕнпур савăнăçĕ те – «Канаш» хаçат

Ульяновск районĕнчи Аслă Ключищи – пысăк ял. Чăвашсем те унта чылай пурăнаççĕ. Анчах ултă çемье кăна «Канаш» хаçат çырăнать. Вĕсенчен пĕри – 86 çулпа пыракан Анастасия Никоноровна Ермолаева.
 
Сăн-питрен пăхсан А.Н. Ермолаевана хăй çулне параймастăн, пĕркеленчĕксемпе витĕнсе ларман вăл. Ури утманнипе вăй çукки кăна çулĕсем пирки аса илтереççĕ.
-Мĕнпур савăнăçăм та «Канаш» хаçат тăрса юлчĕ. Ăна илсе килессе чун-чĕререн кĕтетĕп. Шкулта виçĕ класс кăна вĕреннĕ пулин те чăваш хаçатне мĕн тухма тытăннăранпах çырăнса илетĕп. Куç курать-ха хальлĕ-хе. Ĕç тăваймасан та вулама пултаратăп, - тет чăваш хĕрарăмĕ.
1930 çулта Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Пасарлă Упи ялĕнче çуралнă вăл. Фашистла Германи СССРа тапăннă çул 11 тултарнă хĕрача вăрçă нушине туллин астивнĕ.

Текста малалла вулăр...

Атте таврăнсан пурнăç çăмăлланчĕ

Кăлаткăпуç районĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ Иван Васильевич Ильгачев Чăваш Кăлаткă ялĕнче çуралса ӳснĕ, çавăнтах кунне кунланă. Хальхи вăхăтра çак ялта унăн йăхне малалла хĕрĕсем тăсаççĕ. Вĕсенчен пĕринпе - Вера Ивановна Самайкинапа – эпир курса калаçрăмăр.
 
-Эпĕ 1937 çулта Чăваш Кăлаткăра çуралнă. Çемьере пирĕн тăватă ача пулнă – асли ывăл, 1921 çулхиччĕ. Тетене вăрçă тапрансанах 1941 çулта салтака ăсатрăмăр. Нумай та вăхăт иртмерĕ – вăл хыпарсăр çухални пирки çыру килчĕ. Вăрçă тытăннă чухне эпĕ тăватă çулта кăна пулнă пулин те пурне те лайăх астăватăп. Аттене вăрçа ăсатни халĕ те куç умĕнче. Пирĕн киле мĕнпур тăвансем пухăннăччĕ. Асаттепе асанне те пĕрлех. Пире, ачасене, аттене ăсатма Кăлаткăпуçне илсе кайрĕç. Асаттепе асанне пымарĕç. Военкомат умĕнче тăтăмăр. Таврара пурте йĕреççĕ.

Текста малалла вулăр...

Ачаранах ĕçпе пиçĕхсе ӳсрĕмĕр

В.С.Шарайкин ĕмĕрне тăван ялĕнче – Кивĕ Улхашра пурăнса ирттерет. Кăçал вăл мартăн 28-мĕшĕнче 75 çул тултарнă. Унран 3 çул та пилĕк уйăхне салтакра пулнă. Таврăнсан вара Виталий Серафимович вырăнти колхозра трактористра тата шоферта 37 çул вăй хунă.
Ача пĕрре тултарсанах Аслă вăрçă пуçланать, ашшĕне – ялти ăста кăçатăçа Серафим Федоровича (1911 çулхи) фронта илсе каяççĕ. Темиçе уйăх кăна иртет – яла вăл хыпарсăр çухалнă хут килет. Вăхăчĕ çапла хăрушă пулнă ун чух. Амăшĕ Екатерина Герасимовна (1913 çулхи) икĕ ачапа юлать: Петр – тăваттăра, Виталий – çулталăк çурра та çитмен...
-Анне пире тăрантарас тесе колхозран килмен, мĕнле ĕç хушнă -- çавна тунă. Эпĕ те 10 çулта аслисемпе пĕрле колхоз пахчинче аппаланма тытăнтăм. Унта çырла, купăста, хăяр, помидор ӳстеретчĕç. Çавсене çумлаттăмăр, шăвараттăмăр.

Текста малалла вулăр...

Икĕ сусăрпа пурăнать

Совет Союзĕн Геройне И.В. Ильгачева халалланă Чăваш чĕлхи кунĕ-нче Кăлаткăпуç районĕнчи Чăваш Кăлаткă ялĕнчи вăрçă тата тыл ветеранĕсене «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитни» юбилей медалĕпе наградăларĕç. Çак пысăк хисепе тивĕçнисенчен пĕри Анна Васильевна Хурасева пулчĕ.
 
Чăваш хĕрарăмĕ 1930 çулхи кăрлач уйăхĕнче çак ялтах çуралнă. Вăрçă пуçланнă çул вăл вунпĕр çулхи хĕрача пулнă.
-Ун чухне эпир ачалăхпа киленсе пурăннă. Вăрçă тапраннă кун та юлташ хĕрачасемпе урамра выляса çӳреттĕмĕр. Усал хыпара илтсен тӳ-рех киле чупрăмăр. Аттене салтака илсе кайнине манаймастăп. Пире Кăлаткăпуçнех илсе кайрĕç. Анне пыраймарĕ, вăл йĕрсе выртсах юлчĕ. Аттене машинапа ăсатса ятăмăр. Килте асаттепе асанне, аннен виçĕ ачи юлтăмăр. Темĕн те ĕçлеме тивнĕ вăл вăхăтра.

Текста малалла вулăр...

Авалхи чăваш тумне парнелерĕ

Лидия Матвеевна Сарафанова (Шумилова) Чартаклă поселокĕнче 28 çула яхăн пурăнать, вĕсенчен 25 çулне «Канаш» хаçатăмăра çырăнса илет. Вăрçă ачи акан 13-мĕшĕнче 80 çул тултарать.
 
Унăн çуралнă çĕршывĕ – Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Чăваш Ишлĕ ялĕ.
-Пурнăçăм ман пит терт-нушаллă пулчĕ. Аттепе аннен эпĕ пĕртен-пĕр ачи тăрса юлнă. Пĕртăвансем çуралсанах е кăштах пурăнсан вилсе пынă. Чире пула эпĕ те çичĕ класс аран-аран пĕтертĕм. Кăшт аванлансан колхоз ĕçĕсене çӳрерĕм, сысна ферминче вăй хутăм. 23 çулта ялти йĕкĕтпе Ваньăпа пĕрлешрĕмĕр. Вăл манран виçĕ çул аслăрахчĕ. Унччен хĕсметре тăватă çул пулчĕ. Пĕрлешсен пирĕн патăмăрта пурăнтăмăр. Вăл вăхăтра вăй питти çынсем Киров вăрманне сухăр юхтарма çӳретчĕç. Эпир те эпĕ йывăр çын пулнине пăхмасăрах упăшкапа ĕçлеме кайрăмăр.

Текста малалла вулăр...

Çепĕç те, пултаруллă та вăл

Вăрçă ачи Юлия Миронова ытла та шкула каясси килнипе çичĕ кунсăр çичĕ çултах шкула каять. Амăшне ӳкĕте кĕртетех вăл. Çĕнĕ Вольăри пуçламăш шкул вĕрентекенĕ Ольга Рыбачева çĕннине пĕлесшĕн ăнтăлакан, лара-тăра пĕлмен хĕрачана хаваспах пĕрремĕш класа илет. Анчах та пуçламăш шкула пĕтерсен Юльăна малалла вĕренме май килмен. Çемьери тăватă ачаран хĕрачасенчен чи аслин (пĕрремĕшĕ ывăл) ĕçĕ нумай пулнă.
- Аттене, И.В. Миронова, 1941 çулхи юпа уйăхĕнче вăрçа илнĕ. Эпĕ унран тăватă çулта юлнă. Чĕрçи çине лартса утьăкка сиктернĕ саманта çеç астăватăп. Аттеçĕм фронтран киле таврăнаймарĕ. Йывăрлăхсене пĕрле чăтнă. Пăртак çитĕнсен тӳсме çук шкула каяс килнине астăватăп. Пĕлӳ тĕнчи тыткăнланипе тантăшсемпе тăхтав вăхăтĕнче шкул чӳречинчен пыра-пыра пăхаттăмăр. Унта шалта эпир ăнланайман асамлă тĕнче пур пек туйăнатчĕ.

Текста малалла вулăр...

Вир çумланă, пучах пуçтарнă

Лидия Семёнова пенсие кайсан та-ха виçĕ çул тăван Вăта Тимĕрçен шкулĕнче ĕçленĕ. Ачасенчен уйрăлма çăмăл пулман ăна.
1955 çултанпах пĕр шкултах ĕçленĕскере тивĕçлĕ канури шăплăх илĕртсех кайман. Лидия Леонтьевна канма майĕпен вĕреннĕ – малтанласа тăрсан-тăрсан шкула кайкаласа килнĕ, юратнă педколлективпа курнăçнă, каярах çулла пахчара, хĕлле кил хушшинче вăй хурассине тимлĕх уйăрма пуçланă. Питĕ кăсăк, хăйнеевĕр самантсене аса илме юратнă. Аса илмелли вара педагогика ĕçĕн ветеранĕн, вăрçă ачин туллиех. Çитес çулхи çу (май) уйăхĕнче вăл 80 çул тултарать.
Лидия Леонтьевна Çĕпрел районĕнчи Упи ялĕнче çуралнă. Упипе Хурăнвар шкулĕсенче, Ульяновскри патшалăх педагогика институтĕнчи физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ. Пулас мăшăрĕпе – химипе биологи вĕрентӳçипе Николай Кузьмич Семёновпа – Вăта Тимĕрçен шкулĕнче паллашнă.

Текста малалла вулăр...

"Канаша" киленсе вулатăп

Вăрçă ачи Любовь Паймушкина-Белозёро ва ачалăхне аса илме юратсах каймасть. Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен ялĕнче çуралнă хĕрарăм асĕнче упаленме пуçласанах хире курăк çумлама кайни, амăшĕ ĕç хушсах тăни, выçлăх туйăмĕ, тум-юм начар пулни çирĕп тăрса юлнă. Урамсенче ачасем нумай пулнă. Пĕрле выляни-кулни апат çисе вăй кĕртнинчен те ытларах хавхалантарнă.
– Атте, Пётр Белозёров, 12 çул вăрçăра пулнă. Малтан финсемпе çапăçнă, кайран аллине пăшал тытса совет çĕрĕ çинчен фашистсене хăваланă. Киле 1946 çулта Çĕнĕ çул умĕн таврăнчĕ. 1941 çулхи шăллăм каланине аса илсен халĕ те кулас килет. Вăл чӳречерен пăхрĕ те, анне, каллех киле çав арçынни килет тесе кăшкăрчĕ. Аттене унччен пĕрре те курманскер часах хăнăхайман вăл малтанласа ют туйăнакан çынна. Кайран тата йăмăк çуралчĕ. 1945 çулхи Çĕнтерӳ кунне вара эп паянхи пек астăватăп.

Текста малалла вулăр...

Аттепе анне пехилĕпе пурăнатăп

Александра Иванова-Волкова Мелекесс районĕнчи Эврелĕнче Çĕнтерӳ кунĕнче çуралнă. Шăп та шай 1945 çулхи çу (май) уйăхĕн 9-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕскере Аслă вăрçă ахрăмĕ мĕн иккенне курма-тӳсме тивет: выçăллă-тутăллă, çити-çитми пурнăç, пĕчĕккĕллех хире ĕçлеме тухни, калхусран хулана ярас теменни...
Анчах туслă та юратуллă çемьере ӳсни, ырă çынсемпе хутшăнни ун чунне арканма памасть, пултаруллă пикере ырă вăрлăх акать. Пурнăçĕ ăнать темелле Александра Петровнан. Çын хушшинче яланах лăпкăлăхĕпе, ыркăмăллăхĕпе уйрăлса тăрать. «Сар хĕвел пек илĕртӳллĕ те вашават, уçă кăмăллă, çутă хĕрарăм вăл – пирĕн Александра Волкова», - теççĕ ун пирки «Телей» ушкăн юрăçисем.
- Çемьере эпир пиллĕкĕн ӳснĕ. Шкул хыççăн Мелекесри ял хуçалăх техникумне пĕтертĕм. Ветеринар специальноçне алла илнĕскер Эврелнех таврăнтăм.

Текста малалла вулăр...

Авăнмасăр, вăй хумасăр

ВДНХ (Пĕтĕм Союзри халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕ, паян – ВВЦ, Пĕтĕм Раççейри курав центрĕ) «Золотые Руки» Дипломне тивĕçнĕ вăрçă ачи – Вера Ильинична Тирменова – çуралнăранпа сакăр вуннăмĕш çула куçнăскер, мĕнле çитĕнĕве те авăнмасăр, вăй хумасăр çĕнсе илме май çуккине çирĕплетет.
Ентешĕмĕр Аслă вăрçă пуçланнă çул çиччĕре пулнă. Ашшĕ – Илья Семёнович Каршев – çĕршыва сыхлама тухса кайнине тата вăл вăрçăра хыпарсăр çухалнине лайăх астăвать. Тăватă ачапа тăлăха тăрса юлнă Федосия Семёновна тĕпренчĕкĕсене çителĕклĕ таран пĕлӳ илтереймен. Хăй колхозра сыснасем самăртнă çĕрте тар тăкнă. Тĕрекленсе çитеймен ачисем çул çитнисемпе пĕр тан хуçалăх ĕçĕсенче пилĕкĕсене авнă. Иккĕмĕш ачи – Вера – çав кунсене паян çапла аса илет:
- Виçĕ класс аран-аран пĕтеркелерĕм.

Текста малалла вулăр...

Вăрçă ахрăмĕ – чун суранĕнче

Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра 1925 çулхи авăнăн 14-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Любовь Ивановна Ледюкова (Чатта) кун-çулĕ хура-шурă йĕрсенчен тăрать.
 
1921-22-мĕш çулсенче шурă финсем Совет Карелине тапăнсан, 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçă тапрансан Любовь Ивановна ашшĕ – Иван Сергеевич Чатта – тăван çĕршыв чиккисене сыхлать. Тыткăн тамăкĕнче асапланать. Ылтăн алăллă çын вăрçă вăхăтĕнче юхăннă тăван колхозне ура çине тăратма пулăшать. Мăшăрĕпе, Александра Никифоровнапа, ултă ача çуратса ӳстереççĕ, çын çине кăлараççĕ.
Люба, çемьери иккĕмĕш ача, шкулта пилĕк çул çеç вĕренме пултарать.
- Аттене финн вăрçинчен таврăнсан судсăр-мĕнсĕр тĕрмене хупса лартрĕç. Пĕтĕм хуçалăха, мунча таранччен, выльăх-чĕрлĕхе, икĕ лашана туртса илчĕç. Анне, пилĕк ачапа тăрса юлнăскер, терт вут-çулăмĕнче вĕтеленчĕ.

Текста малалла вулăр...

Офицер хĕрĕ

Питĕ аван вĕреннĕ пулсан та тăван мар ашшĕ, перекет кассинче инспекторта ĕçленĕскер, Валентина Викторовна Малова (Ермолаева) ентешĕмĕрĕн малашлăх çулне ура хурса пынă: вĕрентмен, професси суйласа илме пулăшман… Çавăнпа вăл пилĕк класс кăна пĕтерме пултарнă. Апла пулин те 1935 çулхи чӳкĕн 15-мĕшĕнче Тутарстан Республикин Çĕпрел районне кĕрекен Чăваш Паснапуçĕнче çут тĕнчене килнĕскер пурнăçĕнче хĕрарăм телейне тупнах.
 
- Ĕмĕрĕмри талисманăмсем (телей кăтартма çул уçса пыракансем) – тăван аттепе анне, вĕсен пурнăçĕн тĕслĕхĕ, - çакăнтан пуçларĕ Валентина Викторовна хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарма. – Аттеçĕм, Виктор Николаевич Ермолаев, финн вăрçин ветеранĕ, офицер, Аслă вăрçă пуçланиччен çар комиссариачĕн ĕçченĕ пулнăскер, Пăвана призывниксене леçме каять. Çул çинче шăнса пăсăлса кĕске хушăрах çут тĕнчерен уйрăлать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.