Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

ТАВĔ ПУЛНĂ ФЕРМĂРАН – СЫСНАСЕМ САМĂРТНĂРАН

АЧА АМĂШĔ-ГЕРОИНЯ» ОРДЕН КАВАЛЕРĔ – ÇĔРШЫВ ШАЙĔНЧИ ĔÇ ВЕТЕРАНĔ
 
«Кĕвентепе виçĕ витрепе шыв йăтаттăмччĕ. Сивĕ хĕлле фермăна çитиччен витре хĕррисем пăрланса ларатчĕç. Эпĕ сыснасене пĕçермелли çăнăх-сăсăл тавраш миххи йăтнă чухлĕ урăх никам та йăтса курман пулĕ. Турăçăм, сухапуç тытса та нушаланнă вĕт-ха! Вунтăххăрта сысна ферминчи ĕçсене алă вăйĕпе тума тытăннă та… тивĕçлĕ канăва кайиччен пилĕке авнă. Çав хушăра çичĕ ача çуратнă вĕт-ха! Пурĕпĕр пĕр ĕçрен те юлман. Паян çав вăхăтсене аса илетĕп те чун шăнса каять», - каласа парать паян Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашра пĕр пĕчченех хуçалăх тытса пурăнакан Клавдия Дмитриевна Баскакова.
Ентешĕмĕрĕн ашшĕпе амăшĕ – Дмитрий Никитович (ялти чи маçтăр платник, тимĕрçĕ, 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçăран аманса таврăннă) тата Пелагея Сергеевна (колхоз анине кĕреçепе чавса çĕр улми акнă, вир çумланă) пурнăçăн çăмăл çулĕпе утса курман.

Текста малалла вулăр...

КӲренсен те юрлать

Чăнлă посёлокĕнчи пĕр çурт умĕнче оранжерейăри пек тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ешереççĕ. Ку илеме кам тăвать тесе ыйтсан кунта пурăнакансем Анастасия Алексеевна Тарасована тĕллерĕç. Çирĕм çула вăл çак çуртра иккĕмĕш хутра пурăнсан та подъезд умне чечексем лартса илемлетет.
Анастасия Тарасова «Вăрçă ачисем» медальпе удостоверенине чи черчен те хаклă япала пек асăрханса тытса кăтартрĕ. Хаяр вăрçă вĕсене еплерех нушалантарни пирки каласа пачĕ:
-Эп 1939 çулта Кунтикавра çуралнă. Атте вăрçа тухса кайсан çемьере пиллĕкмĕш ача çуралчĕ. Анне иртен пуçласа каçчен ĕçре, эпир ăна аслă аппапа килте выçă кĕтсе ларатпăр. Çуркунне вара тутлă курăксем çисе хырăма тăрантарнă. Выльăх усрасан та ашне-çăвне веç налук вырăнне илсе тухса кайнă, хамăр çисе курман.
Вăрçă пĕтсен яла салтаксем таврăнма пуçларĕç.

Текста малалла вулăр...

Курăксем типĕтет

Кунтикавра пурăнакан тивĕçлĕ канури çын Раиса Казакова (1936 çулхи) Ульяновск область правительстви, ĕçпе социаллă аталану министерстви хăйĕнпе пĕр çулалли тантăшĕсен ĕçне «Вăрçă ачисем» удостоверенипе кăкăр палли парса тивĕçлипе хаклать тесе шутлать. Унăн пĕчĕк, шуранка алли те 6-7 çултах пиçен-армути çумласа, кĕрепле-кĕреçе тытса Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Амăшне пулăшнă – Чăнлă юхан шывĕнчен алапа пулă тытнă, кун каçа шăрăхра калхус хирĕнче тăрăшнăшăн кунсерен пĕр стакан та пĕр кашăк çăнăх илсе килнĕ. Амăшĕ ăна курăк çăнăхĕпе хушса пашалу пĕçерсе панăшăн еплерех савăннă.
"Шкула каймасан ФЗОна яратпăр тесе хăрататчĕç пире пĕчĕк чух, - аса илет ачалăхне Раиса Степановна.- Эпĕ çавах тăватă класс кăна пĕтерейрĕм. Ялти фермăра çирĕм çул ĕçлерĕм. Пăру пăхрăм.
«Слава» хуçалăхра нумай ĕçре тăрăшрăм – Йĕпе Пăкăрлă хирне çӳреттĕмĕр.

Текста малалла вулăр...

УнĂн ĕç-хĕлĕ – пĕр ăслăлăх теми

ĂРАТЛĂ ВЫЛЬĂХ ĔРЧЕТЕКЕН
Ю.Скворцов сăвăçпа А.Андреев композитор калăпланă «Ферма хĕрĕ – ма тиркес» юрăри: «Хĕлĕн-çăвĕн фер-мăра, йышлă хăна ун тавра. «Шухă» тесе ма тиркес, кам килнине чăн пĕлес. Хăна килнĕ аякран хĕр ĕçĕпе паллашма», - сăмахсем пĕтĕ-мĕшлех 1940 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Мускавра çуралса Чăнлă районĕнчи
«Память Куйбышева» колхо-зăн ăратлă выльăх ферминче тивĕçлĕ канăва кайичченех тĕпчев ĕçĕсем илсе пынă, çавăншăн 1970 çулта «Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир
Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медалĕпе, 1970 çулта ВДНХан бронза медалĕпе, 1971 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата ытти нумай паллăпа,
Хисеп хучĕпе наградăланнă Раиса Николаевна Углевана пырса тивеççĕ.
 
Коллективизаци вăхăтĕнче тата 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçă пуçланиччен ял çыннисем телейлĕ пурнăç шыраса Совет Союзĕн тĕрлĕ вырăнĕсене вербовкăпа тухса кайнă.

Текста малалла вулăр...

Анне маншăн – тĕслĕх

Чăваш Енри Комсомольски районĕнчи Шурут пики Роза Тихонова шкул хыççăн малтан ĕçлесе пăхма шутлать. Кӳршĕри Шăмăршă районне кĕрекен Пăчăрлă-Пашьелĕнчи участокри пульницана регистратор пулса вырнаçать. Икĕ çул ĕçлет вăл сиплев çуртĕнче. Шăп çавсем ун пурнăçне тĕпрен улăштарса яраççĕ те – Роза медицина институтне вĕренме кĕме тĕв тăвать. 1963-1969 çулсенче Хусанти медицина институтĕнче аслă тухтăр пĕлĕвне илет.
Çамрăк специалиста Челябинск облаçĕнчи Нязепетровск (Нязе шывĕ хĕрринче вырнаçнă илемлĕ пĕчĕк хула) хула пульницине ĕçлеме яраççĕ. Ача-пăча тухтăрне, вăтам йăрăс пӳллĕ илемлĕ чăваш пикине коллектив та, ачасем те питĕ ăшшăн йышăнаççĕ. Виçĕ çултан тăван тăрăхалла таврăнма шутлать, хаклă çынсемпе юнашар пулас килет.
1971 çултанпа Çĕнĕ Ульяновскри (ун чухне район пульници шутланнă) А.

Текста малалла вулăр...

Ман кукамай – вăрçă ачи

Эпĕ, Андрей Иванов, Ульяновск облаçĕнчи Тереньга районĕнчи Скугареевка шкулĕнче вĕренетĕп. Пирĕн вырăс шкулĕнче тĕрлĕ наци ачисем ăс пухаççĕ. Аттепе анне – чăвашсем. Ку тăрăха вĕсем Елчĕк районĕнчен куçса килнĕ. Пирĕнпе пĕрле кукамай пурăнать.
Кукамайăм, Нина Афанасьевна Сайкина-Носова, Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Рункă ялĕнче 1933 çулта авăнăн 1-мĕшĕнче çуралнă. Вăл çемйинче – чи асли. Иккĕмĕш ачи – Толя кукка 1938 çулхи, виççĕмĕшĕ – Валя аппа, тăваттăмĕшĕ Вова ятлă пулнă. Чи кĕçĕнни пĕчĕклех вилнĕ. Кукамайăн ашшĕ – Афанасий Кириллович Сайкин (1912 çулхи) – Аслă вăрçăра Мускавран 171 çухрăма кăтартакан юпа тĕлĕнче, Курьяновка ятлă ялтан инçе мар, пĕр экипаж тăваттăн пĕрле пуçĕсене хунă. Командирĕ вара — ман мăн кукаçи. Вăл ялти пĕрремĕш тракторист пулнă, çавăнпа ăна танк шанса панă.

Текста малалла вулăр...

ВĂРÇĂ ÇУЛĂМĔПЕ ВĔТЕЛЕННĔ АЧАЛĂХ

Аслă вăрçăра çĕнтернĕренпе 67 çул çитнĕ ятпа Чăнлă районĕнчи Ирçел шкулĕнче çу уйăхĕн вĕçĕнче «Вăрçă ачисем» ята тивĕçнĕ ветерансене пуçтарса уяв ирттертĕмĕр.
Мероприятие Чăнлă районĕн социаллă аталану управленийĕн пуçлăхĕ Анатолий Узиков, Ульяновск облаçĕн ĕçпе социаллă аталану министерствин Чăнлă районĕнчи представителĕ Альфия Ханафиева, Ирçел ялĕн администраци пуçлăхĕ Николай Матук хутшăнчĕç.
А.А.Узиков ветерансене çамрăк ăру ятĕнчен саламласа тав сăмахĕ каларĕ. А.Н.Ханафиева социаллă хӳтлĕх органĕсем урлă мĕнле пулăшу илме май пурри çинчен панă ыйтусене хуравларĕ.
«Вăрçă ачисем» кăкăр паллине нумай ачаллă амăшсем – Н.П.Шалгомова, Л.Г.Егорова, Ирçел ветеранĕсен канашĕн председателĕ Т.С.Азанов, В.В.Фадеев, А.Ф.Сайгушев тата ытти ветерансем тивĕçрĕç.

Текста малалла вулăр...

Пискунова чи яваплă ĕçсем шанса панă

Çак кунсенче Чăваш Сайманра пурăнакан ентешĕмĕр, унччен Поспеловка ял администрацин пуçлăхĕ пулнă Анатолий Сергеевич Пискунов 75 çул тултарчĕ. Унăн шăпи тумхахлă та интереслĕ.
 
1937 çулхи çĕртмен 11-мĕшĕнче Сергейпа Варварăн çиччĕмĕш ачи – ывăл çуралать. Унччен çут тĕнчене килнĕ ачисем çуралсанах вилсе пынипе вăл пĕрремĕш пулса тăрать. Ку ачана та çухатас мар тесе чăвашсен ĕлĕкхи йăлапа ачана пульница чӳречинчен кăлараççĕ те тӳрех чиркĕве шыва кĕртме илсе каяççĕ. Те авалхи йăла пулăшнă, те ачи çирĕп пулнă – ывăлĕ чиперех аталанма тытăнать. Ачана Анатолий ят параççĕ. Ун хыççăн çут тĕнчене тата икĕ хĕр – Тамара тата Валентина килет. Çемьен савăнăçĕ нумаях пымасть – вăрçă тытăнать. Ашшĕ ялти арçынсемпе çĕршыва хӳтĕлеме тухса каять. 1943 çулта вăл вилни çинчен хыпар килет.

Текста малалла вулăр...

Хĕвел тухиччен тăнă, тăраниччен çăкăр çимен

Александра Петровна Грузина 41 çулта пилĕк ачапа тăлăха юлсан ялта вăл ачисене ура çине тăратасса шанманнисем те пулнă. «Кун чухлĕ ачана пăхаймăн», - тенĕ. Анчах вĕсем йăнăшнă.
Шăпа умне пĕчĕкренех нумай йывăрлăх кăларса тăратнипе Александра Петровнан тӳсĕмĕ çирĕпленнĕ, кăмăлĕ хытнă. Хăй ачисене темле пулсан та çăкăрсăр лартмасса пĕлнĕ вăл. «Эп тутă пулсан ман ачасем те тутă пулĕç, хам выçă пулсан та ачасене çитерĕп», - хуравланă хăш-пĕрне.
Халĕ вăл тăватă хĕрне качча панă. Вĕсенчен виççĕшĕ çемйисемпе ялта тĕпленнĕ. Пĕр хĕрĕ Ульяновскра. Александра Грузина тăван килĕнче ывăлĕпе пурăнать. Халиччен çемье çавăрман ывăлĕшĕн куллен кĕлтăвать.
-Эп малтан çăмăл пурнăçпа пурăнса курман. Халĕ кăна аван пурăнатăп: пӳртре ачасем евроюсав туса пачĕç, ялан килсе пулăшса тăраççĕ.

Текста малалла вулăр...

ВĂРÇĂ АЧИСЕМ

Эпир вĕт вăрçă ачисем:
Атте, пиччесĕр… тăрса юлнисем;
Чĕр тамăкра пулма ĕлкĕрнисем…
Паян – ватă кӳнтеленсем.*
 
Эпир вĕт вăрçă ачисем:
Телейлĕ пулччăр пирĕн мăнуксем;
Вăрçă мĕнне ан пĕлччĕр маттурсем…
Вĕсем – çĕн пурнăç калчисем.
 
Ульяновск районĕ,
Тимирязевски посёлокĕ.
 
* Кӳнтеленсем – свидетельсем.

А р к а д и

("Пурнăç кукрашки" ярăмран)
 
Чăвашкасси ялĕ. Çĕршывра вăрçă кĕрлет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи. ХIХ ĕмĕр вĕçĕнче чăвашсен аслă просветителĕ И.Я.Яковлев никĕсленĕ пуçламăш шкул çуртĕнче класс пӳлĕмĕсемсĕр пуçне учитель çемйи валли те вырăн пур: çывăрмалли, апатланмалли пӳлĕмсем, зал. Халĕ эпир унта виçĕ çемье пĕр кил-йыш пек пурăнатпăр: анне, шкул заведующийĕ, кукамай, эпĕ, вуннăри арçын ача, манăн пĕртен-пĕр шăллăм Геннадий. Шăпах вăрçă пуçланнă çул Ульяновскри И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш педучилищине пĕтерсе тухнă çĕнĕ учительница – çирĕмрен тин çеç иртнĕ Пухтел хĕрĕ Ольга Васильевна Нагорнова килнĕччĕ. Анне ăна кĕтесри пĕчĕк пӳлĕме – çывăрмалли пӳлĕме уйăрса пачĕ. Çулталăкран Ольга Васильевна пирĕнпе тантăшлă Верук ятлă йăмăкне пурăнма илсе килчĕ. Вĕсемсĕр пуçне пирĕнпе пĕрле уборщица çемйи – Крахьяна аппапа унăн Аниççа ятлă пĕчĕк хĕрĕ, манăн шăллăмпа тантăшлăскер – пурăнать.

Текста малалла вулăр...

ТАНКИСТ ПАТТĂРЛĂХĔ

Чăн пулни
Кĕркури Алюшĕ халĕ Казахстанри Актюбинск хулинче пурăнать, пенсире. Тăван Чăваш Ене сайра килет. Çулĕсемпе çитмĕле çитсе пырать. Тăван ялĕнчен укăлча умне аякри çула ăсатма тухрăмăр. Унччен пайтах калаçрăмăр тăвансемпе, Алюш ассăн сывласа тавралăха сасартăк шывланнă куçĕсемпе нумайччен сăнарĕ, ачалăхра çара уран чупнă урам тăрăхне юлашки хут пăхрĕ тейĕн, сăмахĕсем чĕтрерĕç. Вĕсене, вăрçă ачисене, вăл вăхăтра уйрăмах йывăр лекнĕ, выçă ларнă кунсене аса илчĕ. Мана хăй салтак хĕсметĕнче мĕнле нуша курнине каласа пачĕ:
- Эсĕ çыравçă, тен, вулакансене шухăша ямĕ-и? Эпĕ 1963 çулта салтак хĕсметне Туркмение лекрĕм. Унччен механизатора вĕренсе тухнăскере, танкистсен дивизине вырнаçтарчĕç. Йĕри-тавра çеçен хир, пĕр енче Иран, тепĕр енче – Афганистан иккен! Ĕçмелли шыва ятарлă машинапа, пичкере илсе килеççĕ.

Текста малалла вулăр...

ВĂРÇĂ АЧИСЕМ

Часах пысăк уяв – Çĕнтерӳ кунĕ. Аслă вăрçă совет халăхне мĕнле пысăк инкек илсе килни çинчен каласа, çырса кăтартма та вăй-хал çитмест пулĕ. Паллах, çак Çĕнтерĕве туптанă тата халăха парнеленĕ çынсене – ветерансемпе тыл ĕçченĕсене - тав туса пĕтерме çук.
Ветерансене илес пулсан – эпĕ вĕсемшĕн чунтан хĕпĕртетĕп. Вăрçă хирĕнчен чĕрĕ таврăнса хăйсен ачисене пурнăç çулĕ çине тăратма пултарчĕç. Паян та вĕсене пулăшса тăраççĕ. Патшалăх тимлĕхĕнче вĕсем: хăтлă хваттерсем, машинасем, пысăк пенси параççĕ. Çак хăтлăха вĕсем тивĕçлĕ.
Ман шухăшпа, вăрçă ачисем çинчен те манса каймалла мар. Пинĕ-пинĕпе вăрçă машини айне пулса вилнĕ. Чĕрĕ юлнисем – хăр тăлăха тăрса юлнă. Çав вăхăтри ачалăх вăрçă пусмăрĕнче çитĕннине хамăн пурнăçпа çирĕплетсе парасшăн
Эпĕ 1939 çулта çуралнă.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].