Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Ехрем шăпи

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 13-мĕш номерте.)
ххх
Нумай çул иртрĕ çав хăрушă каçран! Халĕ Ехрем – ӳссе çитĕннĕ, сенкер куçлă, сарă çӳçлĕ яштака та илемлĕ каччă. Ăна сахал мар ял хĕрĕ куç хывнă, чĕрине çунтаракансем те чылай. Ашшĕпе амăшĕ те ватăлса çитрĕç ĕнтĕ. Ватăсене пулăшакан çамрăк кин киле кĕрсен питĕ лайăх пулмалла. Каччăн юратнă хĕрĕ те пур – кӳршĕрех пурăнать. Праски ятлă вăл. Туй пирки те калаçса татăлнă хĕрпе каччă, пулас хăта-тăхлачă та майĕпен туя хатĕрленет. Анчах çамрăксен ĕмĕтне Раççейре пуçланнă граждан вăрçи татрĕ.
Шуррисемпе чехсем Атăл таврашне ярса илнĕ, ытти вырăнсенче те çĕнĕ пурнăçа пĕтерме тăрăшаççĕ. Çĕнĕ пурнăçа сыхлама Хĕрлĕ çар кирлех. Паллах, ăна чухăн хресченсенчен пуçтармалла. Пăва уесĕнче çак ĕçе çар комиссарĕ И.Космовский ертсе пырать. Вăл таврара пурăнакан чухăнсен Хĕрлĕ çар пайне йĕркелет, Хусан хулине тăшманран тасатма васкать.

Текста малалла вулăр...

Ехрем шăпи

Сĕм тĕттĕм каç. Тӳпене хура, йывăр пĕлĕт карса илнĕ. Пӳрнепе чышсан та нимĕн курăнмасть. Пуç тăрринче вĕçĕмсĕр çиçĕм çиçме, аслати кĕмсĕртеттерме пуçларĕ. Илья Пророк ярăнса çӳрет ĕнтĕ тӳпере, пушшине çавăркаласа лашисене хăвăртрах чупма хистет. Витререн тăкнă пек чашлаттарса çумăр çăвать. Урам вĕçĕнче ларакан тайăлнă пӳрте чӳ-речерен кĕрекен çиçĕм çутипе аслати сасси кăмака çинче выртакан икĕ çынна çывăрма памаççĕ. Паян çӳлти тӳпере те, хура çĕр çинче те усал-тĕ-сел алхасать, хăйĕн киревсĕр туйĕнче савăнать. Хăрушă çакăн пек киревсĕр каçсенче Турă çыннине!
Кăмака çинче выртакан икĕ çын хăранипе тахçанах ыйхисене çухатнă ĕнтĕ. Усалсенчен сыхлатăр тесе Çӳлти Турра кĕлтăваççĕ, кăкăрĕсем çине вĕçĕмсĕр хĕрес хураççĕ. Улăмпа витнĕ пӳрт маччинчен шăпăртатса çумăр шывĕ юхса анчĕ. Юхакан тĕле хуçасем савăт-сапа лартса тухрĕç, шывпа тулсан вĕсене пĕртен-пĕр чӳречине уçса урамалла сапаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Çил арманĕнчи каç

- Ачам, килте çăнăх пĕтрĕ. Паян çăкăр пĕçерме те кӳршĕри Анук тăхлачăран пĕр витре кивçен илсе килтĕм. Эсĕ паян армана кайса пĕр михĕ ыраш авăртса кил-ха. Эпĕ Петĕр йыснупа калаçса татăлтăм. Вăл халь колхоз арманĕнче ĕçлет. Ир кӳлĕм пире те авăртса пама шантарчĕ, - терĕ Хветуç аппа çак эрнере кăна хĕсметрен таврăннă Сашук ывăлне. - Ав шкапра хăнасенчен юлнă çур литр сăмакун ларать. Ăна хăвпа пĕрле ил, йыснуна хăна ту. Вăл пĕр черкке эрехсĕр нимĕн те туса парас çук. Тулли кĕленчене кăтартсан хаваспах çăнăх авăртса парĕ.
- Юрĕ, анне. Акă каçхи апат çийĕп те пĕр михĕ ыраша çăмăл çунапах армана илсе çитерĕп, лаша та кирлĕ пулмĕ. Ирхине хатĕр çăнăха киле илсе килĕп, хуравларĕ Сашук юратнă амăшне хулпуççийĕнчен ыталаса.
Çил арманĕ Сашук ялĕнчен инçе мар. Такăр çулпа çур сехетрех вырăна çитме пулать.

Текста малалла вулăр...

Сехре хăппи – Муравьев апостол!

Кулăшла калав
 
Салтак хĕсметĕнче тĕрлĕ мыскара пулать. Пĕррехинче пушă вăхăтра юлташсемпе калаçса ларатпăр. Эпĕ ротăри дежурнăй сержант. Итлесе ларатăп.
Мотовилов аслă сержант каласа парать:
-Кĕçех çывăрма выртмалла, отбой пулать. Астăвăр, ку вырăн таса мар, сире унчченхи салтаксем каласа панине пĕлтеретĕп. Кунта Муравьев апостола персе вĕлернĕ, ун чунĕ кунта халиччен çынсене хăратса çӳрет теççĕ.
Ун служба вăхăчĕ пĕтсе килет ĕнтĕ, тепĕр уйăхран килне каймалла.
Пурте çывăрма выртрăмăр. Эпир иккĕмĕш хутра. Казармăн пĕр вĕçĕнче пушă пӳлĕм пур, унта кивĕ сĕтел-пукан ларать, кивĕ тумтир тусанланса çакăнса тăрать. Унта кĕмелли уççи ман кĕсьере. Кунĕпе чупкаласа салтакра ывăнатăн – ман куç çине те çур çĕр иртнĕ хыççăн «тăманасем» ларма пуçларĕç.

Текста малалла вулăр...

Лаша депутат

Ват Лашана депутата суйланă,
Вăл витери выльăхсене шантарнă:
Качакана – çип-çивĕч мăйрака,
Ĕнене – сип-симĕс утă апата,
Таса айсарăм – сыснана,
Чи хӳхĕм сурăх – такана.
Ларать Лаша парламентра.
Кичем. А мĕн сĕнес/
Лаша вĕт нимĕн те пĕлмест.
Суха тăвас – кунта суха тумаççĕ.
Лав сĕтĕрес – кунта çĕклем йăтмаççĕ.
Кунта саккун-мĕн йышăнаççĕ.
Аса илет хайхи выльăхсене,
Суйланнă чух мĕн-мĕн шантарнине:
Качакана – çип-çивĕч мăйрака,
Ĕнене – сип-симĕс утă апата,
Таса айсарăм – сыснана,
Чи хӳхĕм сурăх – такана.
Çакна йăлтах саккун çырса
Лаша сĕнет парламента.
Депутатсем лĕх-лĕх кулаççĕ:
«Эс камшăн тăрăшан, Лаша/
Вĕсем ахаль те лайăх пурăнаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Эпĕ... канатăп

- Мĕн ĕçлетĕр/ - Мускавран шăнкăравлать мăшăрăм.
- Ĕне сурăм. Сыснасене апатлантартăм. Чăх-чĕпе витене хупрăм. Халĕ...сана кĕтме пуçларăм, - ăнлантартăм ăна.
Арçын ыран килсе çитсенех пурнăç çăмăлланать-ха та. Ун чухне килти пĕтĕм ĕçе хăй çине илет вăл. Эпĕ вара...канатăп.
Тĕпелте такам утнипе вăранса кайрăм. 3 сехет кăна çитет. Упăшка тăнă иккен. Ыйхă килмесен вырăн çинче выртма юратмасть вăл: е пӳртре, е картишĕнче ĕç тупать. Эпĕ татах çывăрса кайнă. Ах, ыйхи мĕнле тутлă! Сăмсана кăтăклакан кукăль шăршипе çеç куçа уçрăм. Мăшăрăм паçăрах чуста çăрнă иккен.
- Атя, лар сĕтел хушшине. Халь кăна кукăль пиçсе тухрĕ. Вĕрилле çи, - ман йĕри-тавра чупкалать кил хуçи.
Арăмĕ çĕрулмипе какай кукăлĕ килĕштернине пĕлет вăл. Ăна чи малтан духовкăна лартнă. Тăпăрч пӳремечне те сăн кĕнĕ.

Текста малалла вулăр...

Çула май

- Мĕнле вăхăтлă çитрĕн, ывăлăм, паян ирех газ баллонĕ пушанчĕ. Чей те вĕретсе ĕçейместĕп. Ĕлĕк мĕнле пурăннă-ши/ – сывлăх суннă-сунман хăйĕн нушине каласа пама тытăнчĕ амăшĕ ывăлне.
- Витя тетӳсем умĕнче лаша тăрать, кайса калаçса пăх-ха, тен, тулли газ баллонне илсе килме хăй те пулăшĕ. Хальччен итлекенччĕ-ха вăл мана, - малалла калаçрĕ вăл.
Ывăлне, инçе çултан килсе çитнĕскере, тӳрех вĕри чейпе кукăль çитерме май пулманнишĕн кулянчĕ.
Хăçан итлемен вăл амăшĕн сăмахне/ Тумне хывмасăрах Витя тетĕш патне çул тытрĕ вăл. Лешĕ хăйне мĕншĕн чăрмантарнине ăнланчĕ çеç мар, амăшĕ каланă пекех, пĕр сăмахсăрах пулăшма хатĕр пулнине пĕлтерчĕ – баллон паракан пункта пĕрле пыма килĕшрĕ.
Икĕ арçын тăвалла çул тытрĕ. Çумăр çуса кайнă пулсан та вĕсем кирлĕ çĕре хăвăрт çитрĕç.

Текста малалла вулăр...

Атте сăмахĕ

Юратнă, савнă ачамсем,
Сире сăмах каласшăн эпĕ.
Каçарăр, ӳснĕ чĕппĕмсем,
Эсир хитре тĕнче илемĕ.
 
Каçарăр чирлĕ аçăра,
Эп упрама хама пĕлмерĕм.
Эсир ялан чунра, юнра,
Тур аллинче шăпаçăм терĕм.
 
Тĕнче пĕтмест эп вилнипе,
Ман чун çаплах-ха сывă пулĕ.
Шур хурăнсем çуркуннепе,
Тен, тăкĕç-çке таса куççулĕ.
 
Эп кĕрĕп сывлăм сулхăнне,
Унта вĕçейĕ сарă кайăк.
Эп килĕп улăх варрине
Ун чунĕпе пĕрлешнĕ майăн.
 
Тĕнче пĕтмест вăл нихăçан,
Эпир вилсен те пурнăç юлĕ.
Хĕвел хăпарĕ тухăçран,
Каçсем, ирсем татах та пулĕç.

Текста малалла вулăр...

Хăратнă

Чирсем, пĕлетпĕр, тĕрлĕрен пулаççĕ: ерекеннисем те, ерменнисем те. Мухмăр чирĕ, паллах, ют çынран куçмасть, анчах та чăтса ирттерме питĕ йывăр ăна: хăстарать, лĕклентерет, пуçа çавăрать, вăя пĕтерет.
Мухмăрпа аптăранă пĕр çын мĕнле сывални çинчен каласа парасшăн-ха сире. Ванюк ятлăскер, ветеринарта ĕçлетчĕ. Лайăх тав тăватчĕç ăна, какăричченех хăналаса яратчĕç.
Пĕррехинче хайхи ирхине мухмăрпа чирлесе ӳкнĕ. Мĕн тумалла, мĕнле сывалмалла/ Ĕнер ĕне хуçи патĕнче мĕн пуррине ĕçсе янине астăвать-ха вăл. Унта çитес тесен те çухрăм çурă утмалла. Аптранипе хапхаран тухать, унталла-кунталла пăхкалать: хăйсенчен инçех мар пурăнакан Хветуç лаççинчен тĕтĕм тухнине курах каять. Пĕлет вăл: Хветуç хĕрне качча парать.
Часах кӳрши патне çитсе лаç алăкне шаккамасăрах уçса ярать.
-Хветуç!

Текста малалла вулăр...

Киле кĕнĕ арçын

(Чăн пулни)
 
- Кăравул! – янăрать урам варринче тулăхса кайнă хĕрарăм сасси. – Ырă кӳршĕ-аршă, тархасшăн, пулăшăр Ванюша хура çĕлен ытамĕнчен хăтарма! Тухатмăш Анук ман ачана пăснă та хĕрĕ çине авлантарнă. Ман ачана туйне тумасăрах киле кĕртсе хăйĕн хĕрĕпе хĕве хупнă! – кăшкăрса йĕрет хуйхăпа ăсран тайăлнă Униç аппа.
- Çав йыт кĕртти Çинук çине йĕркеллĕ арçынсем çаврăнса та пăхмаççĕ, урамра хирĕç пулсан та хулпуççи урлă сурса иртсе каяççĕ, - тарăхать хĕрарăм. - Ванюшĕ те, ăс-тăнне çухатнăскер, çав арçури Çинука кăмăлланă пулас. Амăшĕпе, тăванĕсемпе канашламасăрах Кукăр Петĕр патне пурăнма куçнă.
Кукăр Петĕр текенни Çинукăн ашшĕ пулать-ха. Кукăр тесе ăна туя çине таянса çӳренипе каланă пулас. Петĕрĕн хăрах ури анчах, теприне вăл вăрçăра çухатнă. Кукăр теме тепĕр сăлтавĕ те пур.

Текста малалла вулăр...

Хăвăн çĕклемӳ те йывăр иккен

Пахчана каймалли вăхăт çитнипе савăнса Толя тахçанах хатĕрлесе хунă япалисене илчĕ те икĕ кунлăха хуларан тухса шăвăнчĕ. Ара, эрне хушши çанталăк хĕвеллĕ те ăшă тăчĕ. Радиопа пĕлтернĕ тăрăх, канмалли кунсенче те çумăр çумалла мар.
Пахчи пулсан та Тольăн çăмăл машини хальлĕхе çук-ха. Çавăнпа хĕрĕпе кĕрӳшĕ ăна пырса илме шантарчĕç. Вырсарникун тăватă сехет тĕлне кĕтме каларĕç.
Пилĕк кунра помидорсем хĕрелме ĕлкĕрнĕ, хăярсем те паян-ыран татмасан саралса каяççĕ.
Пахчара икĕ кун сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Сехет йĕпписем тăваттă тĕлне çывхараççĕ ĕнтĕ. Ачисем килнĕ çĕре пахча çимĕçе сумкасене тултарчĕ те Толя тепре киличчен сĕвĕрĕлет тесе холодильникра ларакан сăрана илсе савăтне васкамасăр пушатрĕ. Тенкел çине ларса кĕтме пуçларĕ.
Кĕтнĕ чухне вăхăт вăрах шăвать теççĕ пулин те тăватă сехет хăвăрт çитсе иртсе кайрĕ.

Текста малалла вулăр...

Юлташ телее пĕтерчĕ

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче облаçри колхозсенче питĕ нумай чĕкĕнтĕр акатчĕç. Ăна пĕтĕмпех алăпа çумламаллаччĕ. Каникул вăхăтĕнче аслăрах классенче вĕренекен ачасем кăшт та пулин укçа ĕçлесе илес тĕллевпе пылак тымар матиклеме ют колхозсемпе совхозсене тухса çӳретчĕç.
Çуллахи ăшă кунсенче эпир те, тин çеç шкул пĕтернĕ çилçунатлă çамрăксем, çывăх юлташсемпе пуçтарăнса хамăр ялтан аякри облаçа, пуян ялхуçалăхне тухса кайрăмăр. Ĕçлесе ывăннă самантсенче канма выртсан шухăшăмпа яла таврăнаттăм...
Ялта илемлĕ те ăслă çамрăкпа çуллахи ăшă каçсенче шăпчăк юррине итлетпĕр. Пирĕн ĕмĕтсем пысăк. Килте атте-аннерен иртсе пурăнман, аслисене хисепленĕ.
Турра ĕненсе пурăнакан çемьере хĕрĕсем те сăпайлăхпа уйрăлса тăраççĕ. Эпир те çавăн пек пулнă. Сăнран та япăх мар. Юрлама-ташлама юрататтăмăр.

Текста малалла вулăр...

Виççĕмĕш хĕр

КАЛАВ
 
- Пурнăç мĕншĕн çав тери кăткăс-ши/ - ыйту пачĕ Валя палатăри юнашар кравать çинче выртакан
Зинăна.
- Иксĕмĕр паллашни темиçе кун кăна иртрĕ пулин те чун-чĕрене веçех сана уçса калаçас килет. Ачалăхăм та, хальхи пурнăçăм та çынсенни пек пулайманшăн пăшăрхансах çак çула çитрĕм ĕнтĕ, - лăпкă сассипе калаçрĕ Валя.
- Хальхи пурнăçа хурласах каймастăп эпĕ. Ĕçлес текене, пурнăç тăвас текене ялан çул уçă пек туйăнать мана, - текелерĕ Зина Вальăна лăплантарас
тесе. Валя кулянса калаçăва малалла тăсрĕ.
- Эпĕ çуралсан атте: «Мур илесшĕ, каллех хĕрача çуралнă!», - тесе вăрçăннă тет. Эпĕ çемьере виççĕмĕш хĕр. Пирĕнтен инçех мар вара пĕрисен умлă-хыçлă çичĕ ывăл çуралнă. Атте мана пĕр ывăлĕпе улăштарасшăн пулса темиçе хутчен те тархасланă тет вĕсене.

Текста малалла вулăр...

Чее кукаçей

 
Ылтăн кĕркунне çывхарса килет. Çăвĕпе кам мĕнле пахча-çимĕç ӳстернине тĕрĕслемелли вăхăт.
Асанне лартнă çĕрулми лайăх çитĕннĕ. Ăна кăларма
вăхăт нумай та юлмарĕ. Çав сăлтавпа ĕнтĕ сухапуç тытакана, мишук йăтакансене ывăннă хыççăн çăмăлтарах пултăр тесе йăлана пĕлекен кинемей лавккаран икĕ кĕленче çутă эрех илсе килчĕ. Кирлĕ япалана ал айĕнче пултăр тесе кă-
мака кĕтессине курăнман вырăна лартса хучĕ.
Çакна туйса-ши е эрех шăршине сиссе-ши –
аппăшĕ патне шăллĕ пырса кĕрет. Шыракан
тупать теççĕ. Мĕн тума шăп кăмака кĕтессине пăхмалла пулнă Иванăн/ Хăй кăна пĕлет. Унта
икĕ кĕленче ларнине курать те пĕрне вăрттăн кĕсйине чиксе хурать.
– Акка, мĕнле сывлăхсемпе тăратăн/ Эпĕ тахçантанпах сирĕн патăрта пулманччĕ, çав сăл-тавпа пĕр кĕленче эрех илсе килтĕм.

Текста малалла вулăр...

Пĕлмесĕр ан айăплăр!

Шăписене пĕр тĕвве çыхнă çамрăксене юлашки вăхăтра уйрăмах çак çивĕч ыйту канăç памасть – ăçта пурăнмалла/ Вĕсенчен кам-тăр ашшĕ-амăшĕн кил-çуртĕнче юлать, хăшĕ ют хваттере куçать те уйăхсерен укçа тӳ-лесе пурăнать. Нухрачĕ пулсан çĕнĕ хваттер те туянма пулать-ха. Хальхи вăхăтра тата ури çинче çирĕпрех тăраканнисем кивçен укçапа йăва çавăраççĕ, банкпа çыхăну йĕркелесе лару-тăрăва çăмăллатаççĕ.
Эпир çав-çавах телейлĕрех пулнă – пирĕн вăхăтра çамрăк мăшăрсене ĕçрен общежитире пĕр пӳлĕм уйăрса паратчĕç. Ваньăпа Аньăн та ăраскалĕ пулнă.
Каччăпа хĕр хĕллехи вăхăтра çемье çавăрчĕç. Çемье пуçĕ заводра водительте ĕçлерĕ. Ăна лайăх ĕçленĕшĕн завод пуçлăхĕсем общежитире авланичченех пӳлĕм уйăрса панăччĕ. Хăвăн кĕтес пурришĕн савăнмалла кăна!
Ун пек çĕрте пурăнса курнисем общежитире чăн-чăн юлташсем тупăннине, ахăртнех, пĕлеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Пулăпа хăналарĕç

Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть, шав малалла шăвать. Промышленность этем валли лайăхран та лайăх япаласем шутласа кăларать. Вăхăтĕнче тимĕр çав тери тӳсĕмлĕ материал шутланатчĕ. Халĕ ун вырăнне металлопластикпа е полипропиленпа усă курма тăрăшаççĕ. Улшăнусем Павăл ĕçлекен çĕре те çитрĕç. Анчах пуçлăхсем чипер ĕçлекенсене çăмăл пултăр тесе мар, пачах урăхла, ĕç вырăнĕсенче пушă вăхăт ан юлтăр тесе тăрăшаççĕ. Чи малтан ĕç йĕркине пăсакансемпе кĕрешме шутларĕç. Вĕсен ĕç вăхăтĕнче комплекс тăрăх çӳреме, патшалăх пурлăхне пĕр цехран теприне йăтса кайма юраманни пирки калаçрĕç. Эпир пурте чĕрĕ çынсем вĕт. Тепĕр цехра пĕрин пиччĕшĕ, теприн юлташĕ ĕçлет. Унччен ирĕклĕ çӳренĕ пулсан пĕр кунта çак йĕркене улăштарма питĕ йывăр. Кирлех пулсан пуçлăх патне кайса вăхăтлăх пропуск илме пулать-ха. Анчах малтан ăна ăнлантарса пама тивет: ăçта каятăн, миçере таврăнатăн/ Енчен те санăн аллунта кирлĕ мар япала çуккине ĕнентерейрĕн пулсан – пропуск илме пултаратăн.

Текста малалла вулăр...

Шурсухалсем

Канмалли кунсене Павăл тăван килне таврăнчĕ. Кунта çывăх çыннисем çеç мар, пиччĕшĕпе кукашшĕ те хăнана килнĕ иккен. Тăван çăршывăмăра тăшманран хӳтĕленĕ икĕ ватă темĕн-тĕр чипер калаçса ларатчĕç.
Павăл ăçта ĕçленине тата вăл нумай япалана юсама-тӳрлетме пултарнине питĕ лайăх пĕлеççĕ-ха вĕсем. Çавăнпа та кукашшĕ маçтăра килĕнчи чăх-чĕпе шыв ярса памалли савăчĕ шăтни пирки пĕлтерчĕ.
-Вĕсене тӳрлетме тĕрлĕ калăпăшлă болт, гайка таврашĕ илсе килейместĕн-ши/ - тесе ыйтрĕ.
Пиччĕшĕн холодильникĕ ĕçлемест иккен. Павел çаксене юсаса парсан ватăсем тем пек савăннă пулĕччĕç.
-Сана, сакăрвуннăран иртнĕ старике мĕн холодильникĕ кирлĕ/ Ав санăн халодильник, - тесе кукашшĕ сылтăм аллине тăсса масар еннелле кăтартрĕ.
-Сана хăвна тата мĕн тума чăх-чĕп кирлĕ/ Савăтне лавккаран туянаймастăн-и вара/!

Текста малалла вулăр...

Анне сăмахĕ

Эп каймастăп нихăçан та
Çакă çутă тĕнчерен.
Пурăнатăп мĕн пулсан та –
Кайăк пулăп ирпелен.
 
Панулми чечекĕ пулăп,
Илемлетĕп садсене.
Çил ачи пулса эп юрлăп
Е ачашлăп хирсене.
 
Сар чечек пулса эп ларăп
Çуркунне шыв хĕррине.
Çĕр çине çут ырлăх сарăп,
Сывлăм пулăп ирхине.
 
Мĕн пулсан сывă пулăп,
Килĕп кайăк сассипе.
Кăвакарчăн чунĕ пулăп,
Вĕçĕп улăх хушшипе.

Пуш уйăхĕнче кантăм

Çулталăк вĕçленсе пырать. Пуçлăх тепĕр çул валли отпуска каймалли график хатĕрлет.
- Владимир, эсир отпуска хăш уйăхра каясшăн/ - ыйтрĕ вăл пĕрле ĕçлекен патне черет çитсен.
- Сан Санч, эпĕ кăçал хĕлле кантăм, тепĕр çул çулла канасшăн, - хурав пачĕ леш.
Пуриншĕн те паллă – отпуска пурте çулла каясшăн. Çырла-кăмпа вăхăчĕ. Хуть вăрмана кай, хуть дачăра ирттер кану саманчĕсене, Хура тинĕс хĕрринче хĕртĕнни те – тем пек усăллă.
- Улатимĕр, пуш уйăхĕ - пушă. Хальлĕхе никам та йышăнман-ха, килĕш çав уйăхра канма, - тăрук сĕнӳ пачĕ хăй çулла çеç канма хăнăхнă ĕçтешĕ.
- Пуш уйăхĕ вăл çуллана кĕретчĕ-им-ха / - ыйтрĕ ăшăра канма ăнтăлакан ни вырăсла, ни чăвашла пĕлмен арçын.
- Çуллана, çуллана, - шӳтлешсе хуравларĕ сĕнӳ паракан. Вара куçне мăч тутармасăр хăйĕн шухăшне каласа хучĕ чăвашлăх аталанăвĕшĕн çунакан çын:
- Эпĕ вара хĕлле - çурла уйăхĕнче - кайăп.

Текста малалла вулăр...

Асамçă

Шăматкун. Сехет йĕпписем ĕç кунĕ вĕçленнине кăтартаççĕ. Паян пирĕн патăмăра хăнана мăнуксем килеççĕ пулĕ-ха тесе пуçтарăнтăм та киле тухса утрăм. Эпĕ шутлани тĕрĕс пулчĕ: хĕрĕмпе «пĕчĕк хăнасем» чăнах та пирĕн патăмăрта иккен. Тĕлĕнмелле шăплăх тăрать пӳлĕмре - пурте телевизор кураççĕ. Мана сывлăх сунма мар, асăрхамаççĕ те. Калаçăва хам пуçарас терĕм.
-Мăнукăм, мĕнле передача куратăр/
- «Шрек-2» мультфильм, кукаçей,- куçне экран çинчен илмесĕр каласа хучĕ кĕçĕн мăнук шăпрах пулма систерсе.
-Ку хăрушă мультфильма курсан каçпа çывăрса каяймастăр вĕт, -терĕм шӳтлесе.
-Çу-у-ук, кунти персонажсем хăрушă мар, ырă ĕç çеç тăваççĕ,- ăнлантарать мана мăнукăм.
Кухньăра апат хатĕр. Çиекен çеç çук – кашни хăй ĕçĕпе аппаланать. Васкамасăр апатлантăм та каллех мăнук патне тухрăм.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.