Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

КĔркунне

 
 
Кĕркунне иртсе кайсассăн,
Ак çитет часах хĕлле.
Çамрăклăха аса илсессĕн,
Тунсăхлать халь ман чĕре.
 
Хур кайăксем карталанса
Вĕçеççĕ кăнтăр еннелле.
Мĕнле илемлĕ сассисем,
Манăн чунра çунать хĕлхем.
 
Нумай пулмасть чупса çӳреттĕм,
Савнатăм таврари илемлĕхпе.
Кĕтмен çĕртрен эпĕ амантăм,
Килсе çитрĕ тунсăх ман тĕле.
 
Часах ак иртĕç сив кунсем,
Ак çитĕ ăшă çуркунне.
Эп ĕненетĕп, эп шанатăп
Ман сурансен самайлăхне.

Текста малалла вулăр...

Тăван халăх – эсĕ харсăр

 
Тăван халăх – эсĕ харсăр,
Эс пĕтмен-ха, Тур çырлах.
Çын тӳсеймĕ ăмсанмасăр,
Хăраман ĕçрен пачах.
 
Эп курап яла кĕрсессĕн
Хитререн хитре çуртсем.
Чăваш сăмахне илтсессĕн
Савăнса тапать чĕре.
 
Тăван халăх, эсĕ харсăр,
Çирĕп сан аллу-уру.
Эп калатăп хăрамасăр:
Çук, пĕтмест пирĕн ăру!

Эх, епле илемлĕ-çке чĕлхемĕр!

 
 
Эх, епле илемлĕ-çке чĕлхемĕр
Чăвашла пĕлсессĕн калаçма!
Ирĕк пар мана, Юман пиччемĕр,
Сан умра чуна яри уçма.
 
Ĕмĕтпе эпир пурте çунатлă,
Чĕлхене яратпăр ирĕке.
Кашниех пулаймăпăр талантлă,
Эс пире, пиччемĕр, ан тирке.
 
Ĕмĕрĕм ман иртрĕ пуль хавассăр,
Çавăнпах-тăр манăн сăввăмсем
«Канашра» тухаççĕ халь пĕр сассăр,
Типпĕн туйăнаççĕ калавсем.
 
Эсĕ – çăлтăр! Ятăр та хăватлă!
Çут тĕнчен пурах çирĕп йĕрке:
Кашниех пулаймăпăр талантлă,
Эс пире, пиччемĕр, ан тирке.

Телефон

 
Епле аван-çке телефон пурри!
Вăл яланах çӳрет манпа пĕрле.
Ман телефон юрлать чăваш юрри,
Ялан хама туятăп ялтилле.
 
Телефонпах пĕлеп ял хыпарне,
Килти пекех туятăп ют çĕрте.
Шăнкăравлать, ыйтса пĕлет анне:
Ĕçсем мĕнле пыраççĕ ман килте/
 
Эс ан кулян, анне, пурте аван,
Инçе çул хăратаймĕ халь пире.
Телефонпа çыхăннă пур тăван,
Ялан пĕрле пулар – пĕр çемьере.
 
Хисеплеме хушайтăрччĕ Турри,
Тăвансене ялан сума сăвар.
Епле аван-çке телефон пурри!
Туссем патне ялан шăнкăравлар.

Çĕнĕ ят

Александр Павлов 49 çулта. Чăваш Енри Патăрьел районĕ-нчи Аслă Чеменре çуралнă. Нумай çул культура ĕçĕнче вăй хунă. Аварие лекнĕ хыççăн Самар облаçĕнчи Похвиçнĕ районĕнче пурăнать. 1-мĕш ушкăнри инвалид. Вырăнпах выртать. Сăвăсем çырать. «Хыпар» тата «Сувар» хаçатсенче пичетленнĕ.
 
ПУРНĂÇ ÇУЛĔ
 
Пурнăç çулĕ çывăх мар,
Утса тухма çăмăл мар.
Такăнсассăн çул çинче
Тăрса утма çăмăл мар.
 
Симĕс курăк çийĕнче,
Ĕнер кăна çӳреттĕм.
Чун аманчĕ çул çинче.
Ăçта халь çав вăхăтсем/
 
Манас çук эп иртнине,
Эп юрлаттăм чĕререн.
Тĕнче пиллет ырлăхне,
Ма манатпăр кунсерен/
 
Халь çыратăп сăвăсем
Куçăма шывлантарса.

Текста малалла вулăр...

Арççи

Курăк шăтсан урамра
Çĕнĕ кас та улшăнать.
Каç пулсан пирĕн умра
Ял çамрăкĕ пухăнать.
 
Çамрăксен юрри-ташши
Вĕçленмест кăвак ирччен.
Çур çĕрте ӳсĕр Арççи
Вăранайрĕ ыйхинчен.
 
Тăрса ĕçрĕ виç черкке
(Кăмăл çукчĕ урăлма).
Тăхăнчĕ шур шĕлепке,
Тухса кайрĕ урама.
 
Арççийĕн пилĕк ача,
Асли çара каймалла.
Çак ялта Арççи хуçа,
Унăн ма хăрамалла?
 
Пуçĕ те ун броня пек
(Юрать, паман мăйрака).
Хытă пуçĕ лекнипе
Ишĕлнĕ-мĕн кăмака.
 
Ак çитет вăйă тĕлне
Арçын пуçне тăратса.

Текста малалла вулăр...

Пурнăç, пурнăç…

Яланах пуçра пĕр шухăш:
Пурнăç, пурнăç… Калăн Уçлăх…
Хăшĕ – тарçă, пуçлăх хăш,
Хăшĕ – ачаранах тăлăх…
 
Пурнăç çулĕ вĕçсĕр вăрăм –
Вăй пĕтет утсан-утсан…
Чĕрене сыпçăнĕ хăрăм
Ытлашши шухăшласан.
 
Тăвана – тунсăхласассăн –
Ыткăнса кĕтсе илен.
Асамат кĕпер карсассăн –
Тав туса Турра пиллен.
 
Тĕлĕкре эп çӳренĕччĕ
Курăк çийĕнчен ирччен,
Çут çăлтăрсем тӳпереччĕ,
Çĕр çинче ман чун - пĕччен.
 
Ялти пурнăç чунĕ хытă,
Шăплăх, анчăк та вĕрмест.
Ирчченех тăрсан та йытă,
Хăнана киле кĕртмест.
 
Пурах компьютер йăпанма,
Кашни килтех – Интернет.

Текста малалла вулăр...

Катăлнă стакан

 
Шăл сиплемелли кресла çине кĕркуннехи тискер çанталăка аса илтерекен çулсенчи хĕрарăм вырнаçса ларчĕ. Ыратмалла мар тăвакан укол тунă хыççăн:
- Хама начар туйма пуçларăм… Шыв парăр-ха… - терĕ хайхискер.
Аллине шыв янă стакан тыттарса ĕçме сĕнтĕм. Çăварĕ патне йĕрĕнчĕклĕн илсе пычĕ те пĕр çăвар сыпнă-сыпманах:
- Эсир мана мĕншĕн хĕрри катăлса пĕтнĕ стаканпа шыв патăр?! Тута-çăвара кастарасшăн-им?! – кăшкăрса ячĕ хĕрарăм кресла çинчен сиксе тăрса.
Нимĕн калама аптăраса, хама-хам шанмасăр, стакан хĕррине пӳрнесемпе хыпашларăм. Катăлман. Мĕн пулса тухнине тавçăрса илсен:
- Сирĕн çӳлти тутăр укол тунă хыççăн тĕлĕ-тĕлĕпе сисми пулнă. Çавăнпа стакан хĕрри катăлнă пек туйăнать. Ĕçĕр, ан хăрăр, - тесе лăплантарма тытăнтăм.
Хĕрарăм кресла çине ларчĕ те шăлне сиплесе пĕтериччен сăмах та чĕнмерĕ.

Текста малалла вулăр...

Ырă чăвашсене халалласа

Шикленмесĕр эп уçса кĕретĕп
«Канаш» редакцин алăкне.
Ыркăмăллăх хаклă тупраран та,
Хăна пек йышăнаç килекене.
 
Вăрăм ĕмĕрпе телей сунатăп
Ывăнма пĕлмен ĕçченсене.
Ырă çынсене сума сăватăп,
Чăваш хаçачĕн туслă ушкăнне.
 
Хамăн чĕлхемпе эп те çыратăп,
Пурăнап шанса йышăнасса.
Сăмах çиппине çăмхана пухатăп.
Туслă йышпала пурăнма ансат.
 
Çавăтса пырсан та эп кĕреймĕп
Поэзин кăткăс тĕнчине.
Пушкин, Лермонтов тата Есенин
Кашниех çырать хăй чĕлхипе.
 
Тĕлĕнмелĕх туйăм Ырьятра –
Ахальтен чысламĕç халăхра!
Ултă кĕнеке калăпласан
Сăлтав тупаймăр хурлама!

Текста малалла вулăр...

Пăру тамаши

(Чăн пулни)
 
Шăпа тени çынна таçта та илсе çитерет. Микульпа Наçтук аппа, çамрăк çулĕсене ялта ирттернĕскерсем, ватăлас кунра Аксу ялĕнчен хула çывăхĕнчи яла куçса килчĕç. Аван çурт туянчĕç вĕсем, вити те пур, çĕр улми лартма пахчи те çителĕклĕ.
Ял йытти ял еннелех вĕрет тенĕ чăвашсем. Микульпа Наçтук аппа та кунта ĕçсĕр аптăраса çитрĕç. Пенси укçипе газшăн, çутăшăн тӳле, апат-çимĕç туян, урăх ĕç çук. Хула çумĕнчи халăх килте выльăх-чĕрлĕх тытмасть: те шăршăран хăрать, те ӳркенет.
-Пасарта виç хак парса аш-какай таврашĕ туяниччен яла кайса пăру илер, - канашлаççĕ хайхискерсем. – Йӳнĕ те ӳкет, пахчари çум курăкĕ те сая каймасть.
Чăнах та, Микуль пичче чăваш ялне кайса пăру килĕшсе килет.
-Карчăк, вăхăта тăсар мар, кĕрĕве хыпар ярар.

Текста малалла вулăр...

Вăтанмастăп!

Мĕн пулсан та вăтанмастăп
Чăваш тенĕшĕн хама!
Пĕр сăлтав та тупаймастăп
Хурлама халăхăма!
 
«Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» -
Тенĕ пирĕн Хусанкай.
Ăсчахсен ĕçне вулатпăр –
Пуç ватмалли пит нумай!
 
Несĕлсем мĕскĕн пулман-тăр –
Атăл пăрахман пире.
Пӳрмен тĕне йышăнмасăр
Куçса кайнă ют çĕре.
 
Улах вырăнсем шыранă
Упрама тăван йăха.
Авалтан Турă упранă
Пĕчĕк йышлă халăха.
 
Чир-чĕрсем те, выçлăхсем те
Пурнăçра пулнă нумай.
Ютран килнĕ халăхсем те
Тапăннă ăна пĕрмай.
 
Чăваша мĕскĕн ан тейĕр –
Вăл савать ирĕклĕхе.

Текста малалла вулăр...

Хура мунча

(Чăн пулни)
 
- Ваçук, Ваçук, хура мунча лартса пар-ха. Шурă мунчан ăшши çук,- тет мана карчăк.
Куллен нăйкăшса веçех тарăхтарса çитерчĕ. Чăнах та, шурă мунчана сӳтсе хура мунча лартса хутăм. Мунчана хутса ятăм та картишне сывлама çук тĕтĕм тулчĕ, пăравус тĕтĕмĕ пек явăнать. Сасартăк такам хапха алăкне çĕмĕрес пек шаккарĕ. Кам мурĕ тетĕп. Кӳршĕ Микуль иккен, çăварне карса пăрахнă.
-Ваçук, мĕн амакĕ сан кунта? Çунатăн-им?-тет сывлăшне çавăраймасăр.
-Микуль, лăплан-ха, нимĕн те çунмасть, веçех тирпейлĕ, мунча хутса ятăм, – лăплантаратăп хайхискере.
- Эй, хам ĕмĕрте кун пек тĕтĕм явкаланса тăнине курманччĕ, – тет Микуль чăнтăха-чăнтăха.
-Ара, мана карчăк тарăхтарса çитерчĕ, шурă мунчара шăнатăп, лартса пар мана хурине тет.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].